Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: акцисем. Шупашкар

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросне» хутшӑнать. Унта хутшӑнма кӑмӑллисене регистрацилеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Авӑнӑн 25-мӗшӗнче чупакансене ирхи 8 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен регистрацилӗҫ.

Кӑҫал кроса хутшӑнас тесен тухтӑрсенчен справка илмелле. Шурӑ халатлисем чупма ирӗк панине ӗнентерекен справкӑна кросс йӗркелӳҫисене кашнинех кӑтартмалла. Кунашкал хута Республикӑри профилактика, сиплев вӑй-хал культурин тата спорт медицинин центрӗнче илме пулать. Вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Справкӑна тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Медицина справкине предприятисенче е организацисенче те илме пулать.

Шупашкарта старт Анне палӑкӗ патӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн пуҫланӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 25

1950
76
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та